Пур хыпар та
Новости
16 Декабрӗн 2021, 10:10

Строительство материалĕсен хакĕсене сăнаса тăракан механизм йĕркелĕç

РФ Президенчĕ Владимир Путин шучĕпе, строительство материалĕсен хакĕсене сăнаса тăракан механизм йĕркелемелле. Кун пирки вăл Стратеги аталанăвĕпе наци проекчĕсен канашĕн ларăвĕнче, строительство материалĕсен хакĕ ÿснине палăртнă май, пĕлтернĕ.

Строительство материалĕсен хакĕсене сăнаса тăракан механизм йĕркелĕç
Строительство материалĕсен хакĕсене сăнаса тăракан механизм йĕркелĕç

- Тĕрĕслев механизмĕсем ахаль профилактика калаçавĕсем пек çеç мар, яланах пулмалла. Вĕсене тÿрĕ диалог пек йĕркелемелле, - тенĕ Владимир Путин.

Çĕршыв пуçлăхĕ Марат Хуснуллин вице-премьера правительство асăннă ыйтупа мĕнле ĕçленине пĕлтерме, çакă строительство материалĕсен хакне йĕркелес ĕçе витĕм кÿнипе кÿменнине пĕлтерме хушнă. Марат Хуснуллин Михаил Мишустин правительство председателĕ килĕшÿллĕ хушу панине, хаксем ÿснипе çыхăннă фактсене тĕрĕслеме монополие хирĕç кĕрешекен федераллă служба янине пĕлтернĕ.

 - Пирĕн уçă чат пур. Хаксем ÿснĕ тĕслĕхсемпе çыхăннă фактсем пур пулсан ун урлă пур регион та информаци ярать, - палăртнă вăл.

Вице-премьер сăмахĕсем тăрăх, РФ субъекчĕн хăш-пĕр регионĕнче кирпĕч хакĕ пĕр сăлтавсăрах 40% ÿснĕ тĕслĕхсем пур.

 - Монополильлĕ лару-тăрупа усă курса хаксене ÿстермессе профилактика калаçавĕсем ирттеретпĕр, – çирĕплетнĕ вăл.

Вице-премьер палăртнă тăрăх, хаксем ÿснине вăхăтлă асăрхаса ĕлкĕреймен пулсан, патшалăхăн тÿлеме тивет, çавăнпа ку ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Надежда РОДИОНОВА.                              

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас