

Тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсен инваличĕсемпе ветеранĕсем, çавăн пекех 1927 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕччен çуралнă граждансем, вăрçă ачисем, пушара маларах систерекен прибора тÿлевсĕр тивĕçекен правăпа усă курма пултарĕç. Çак хыпара Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Фарит Гумеров пĕлтернĕ.
Пушкăртстан регион бюджетĕнчен республика çыннисене 12 категори тăрăх пушара маларах пĕлтерекен приборпа тивĕçтерекен Раççейре пĕртен-пĕр регион шутланать. Паянхи кун тĕлне асăннă прибора 9 категорине кĕрекен граждан илме пултарнă.
Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн пушара маларах систерекен приборсем пулăшнипе, официаллă кăтартусем тăрăх, пилĕк çул хушшинче 677 çын пурнăçне çăлса хăварнă, çав шутра – 266 ача.