-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Шăмат кун, декабрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Ĕпхÿ хули черетлĕ хут хăйне евĕрлĕ флешмоба хутшăнĕ. 17.00 сехет тĕлне хутшăнма кăмăл тăвакан автомобиль хуçисене «Максидом» гипермаркет умĕнчи лапамра кĕтеççĕ.
- Участниксем автомобиль фарисене çутатса тата сигналĕсене хускатса чăрăш евĕр тăрса тухĕç. Ăна кайăк вĕçевĕн çÿллĕшĕнчен курма пулĕ, - тесе шантарнă организаторсем.
Флешмоба хутшăнма кăмăл тăвакансем регистраци иртмелле.