0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушар ĕçченĕсем килсе çитнĕ çĕре фермăна вут-çулăм çавăрса илнĕ. Вутра 12 пуç мăйракаллă шултра выльăх тата икĕ лаша çуннă.
Инкеклĕ ĕçсен министерствин ĕçченĕсем çулăма сÿнтернĕ. Çак ĕçе пилĕк пушар техникине тата тăхăр çынна явăçтарнă.
- Пушарта çынсем вилнĕ е суранланнă тĕслĕхсем пулман. Вут-çулăм тухнин сăлтавне уçăмлатассипе Раççейĕн Инкеклĕ ĕçсен министерствин дознавателĕсем ĕçлеççĕ, - тенĕ ведомство пресс-службинче.