Новости
17 Декабря 2021, 06:15

Пушкăртстан Китайра хăйĕн представительствине уçма хатĕрленет

Кун пирки республика правительствин премьер-министрĕ Ĕпхÿ хулинче иртнĕ «Пĕтĕм тĕнчери бизнес» эрнинче пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Китайра хăйĕн представительствине уçма хатĕрленетПушкăртстан Китайра хăйĕн представительствине уçма хатĕрленет
Пушкăртстан Китайра хăйĕн представительствине уçма хатĕрленет

Эпĕ представительство хăш кун уçăлассине халех калама пултаратăп, анчах республика пуçлăхĕ: «Мĕншĕн эсĕ манпа канашламасăрах  вăхăтне палăртатăн?» - тейĕ. Çавăнпа та эпĕ кунне каламастăп. Палăртни çывăх вăхăтра пурнăçа кĕрессе шанса тăратăп. Китай тавар çаврăнăшĕпе пирĕн стратеги партнерĕ шутланать. Çакă пире асăннă çĕршывпа ĕçлĕ çыхăну тытма хистет. Темиçе представительство уçрăмăр ĕнтĕ эпир. Пирĕн представительствăсем Австринче, Казахстанра, Беларуссинче пур.

 -  Китайра Пушкăртстан представительстви çывăх вăхăтрах, çитес çул, уçăлĕ,  - пĕлтернĕ Андрей Назаров «Международная кооперация. Открывая мир каждому»   пленарлă ларура.

Декабрь уйăхĕн 15-18-мĕшĕсенче Пушкăртстанăн тĕп хулинче «Международная неделя бизнеса – 2021. Инвестици в будущее» форум иртет. Ĕçлĕ программăна экономикăна, экспорта, инвестицисене, медиана, çавăн пекех ШОС тата БРИКС çĕршывĕсен хушшинчи вăтам предпринимательствăна халалланă.

Надежда РОДИОНОВА.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас