Пур хыпар та
Новости
20 Декабрӗн 2021, 12:10

Баймакра ача-пăча поликлиникине хăпартас ĕç малалла тăсăлать

Малтанах ĕçсене çуркунне пуçлама,  2021 çулхи ноябрь уйăхĕнче объекта хута яма палăртнă. Ĕçе пурнăçлакана (подрядчике) çийĕнчех  тупайман. Май уйăхĕнче пĕлтернĕ пĕрремĕш конкурса заявкăсем пулман. Юлашкинчен патшалăх контрактне «Геострой» ООО çĕнсе илнĕ те çу вĕçленеспе строительство ĕçĕсене пуçланă. Объекта хута ярассине 2022 çула куçарнă.

Баймакра  ача-пăча поликлиникине хăпартас ĕç малалла тăсăлать
Баймакра ача-пăча поликлиникине хăпартас ĕç малалла тăсăлать

Çурт-йĕр хăпартмалли материалсен хакĕсем ÿснине пула поликлиника хакĕ те улшăннă. Малтан объект хакĕ 253,4 млн тенкĕпе (ытларах пайĕ федераллă бюджетран, республика бюджетĕнчен - 30,5 млн тенке яхăн) танлашнă пулсан, халĕ контрактпа 440,37 тенкĕ çинчен калаçса татăлнă. Вĕсенчен республика хыснинчен - 68,13 млн тенкĕ, федераллă бюждетран – 372, 24 млн тенкĕ.

Поликлиникăна «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш сыпăкне çĕнетесси» («Модернизация первичного звена здравоохранения»)  регион программипе хăпартаççĕ. Виçĕ хутлă, 5,8 пин тăваткал метрлă çуртра ачасем валли 12 койка вырăнлă стационар, васкавлă пулăшу, физиотерапия уйрăмĕсем, 120 вырăнлă конференци залĕ тата ытти пÿлĕмсем пулĕç.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#здравоохранение

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас