-7 °С
Пӗлӗтлӗ
-Пĕр тĕрлĕ ăнлантарнă тăрăх, «Лада Гранта» автомобиль рулĕ умĕнче ларакан 26 çулхи вырăнта пурăнакан арçын Аскарово-Альмухаметово-Сибай çулĕ çинче лашасен кĕтĕвĕ çине пырса кĕнĕ. Аварие пула водитель тата унăн икĕ пассажирĕ - 24 çулхи хĕрпе 16 çулхи шкул вĕренекенĕ - пульницăна лекнĕ. Икĕ лаша вырăнта вилнĕ. Инкек вырăнĕнче полиципе ытти службăсем ĕçлеççĕ, - каласа панă ведомствăра.