

Кайăксен атласĕн авторĕсем каланă тăрăх, 2021 çулхи декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ольга Лебедева Инорс микрорайонти Ăшă кÿлĕрен (Теплое озеро) юхса тухакан çăлкуç Ĕпхÿ юхан шывне юхса кĕнĕ вырăнта икĕ Motacilla alba пăрчăканне асăрханă.
- Маларах шурă пăрчăканпа чи кая юлнă тĕл пулу Ĕпхÿре 2016 çулхи ноябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче пулса иртнĕ (Ксения Руденко пĕлтернĕ). В. А. Валуева «Пушкăртстан кайăкĕсен экологийĕ: 1811-2008» кĕнекинче республика территоринче асăннă кайăкăн тĕсне чи кая юлса регистрациленĕ вăхăта – октябрь уйăхĕн 22-мĕшне – палăртнă, - тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан çут çанталăкне асăрхаса тăракансем.