Новости
21 Декабря 2021, 07:30

Алла вĕрентнĕ кашкăр ами

Пĕрремĕш каналти «Видео куртăр-и» («Видели видео») телепередачăра Ĕпхÿ хулинче пурăнакан çемьене кăтартнă. Вĕсем алла вĕрентнĕ кашкăр ами çинчен видео тăратнă.

Алла вĕрентнĕ кашкăр амиАлла вĕрентнĕ кашкăр ами
Алла вĕрентнĕ кашкăр ами

Алида Деревяннова  тата унăн Богдан ывăлĕ тискер чĕр чун вĕсем патне епле лекнине каласа панă. Хуçасем кашкăр çурине Кира ят панă. Кирăн амăшĕ – кашкăр, ашшĕ – Канада кашкăрĕпе маламут ăратлă йыттăн пĕтĕçĕвĕ (гибрид). Çуралнăранпа 28 кун çитнĕ кашкăр çурине Алида Челябинскри Кашкăрсен социализаци центрĕнчен илсе таврăннă. Хĕрарăмăн сăмахĕсем тăрăх, кашкăр ами ачаш, ăслă, çынсене çыртмасть.

- Кунта ытларах воспитанинчен килет. Кашкăр ами йытăсенчен психологийĕпе уйрăлса тăрать. Йышăну тунă чух, çын хушнине мар, хăйĕнне тăвать.Йытăсенчен ăслăрах пулсан та унпа çăмăл мар, вăл питĕ кутăн чĕр чун. Çак енпе эпир нумай ĕçлетпĕр. Тытăçакан йытăсене курсан вĕсене чарать. Вăл харлатма та пултарать. Çакăн пек туса вăл асăрхаттарать е чарать, - каласа парать Алида.

Программăри видео çинче  Кира арçын ачапа вылянине, пĕччен юлсан уншăн тунсăхланине сăнанă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас