- Республикăри агропромышленность комплексĕнче кадрсем çитменни палăрать, 30 çула çитичченхи çамрăк специалистсен йышĕ 8 процентран иртмен, - тенĕ Пушкăртстанăн вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. – Кадрсемпе çыхăннă ыйтăва татса парас тĕллевпе системăллă ĕç илсе пыратпăр. Чи тухăçлисенчен пĕри вăл ял хуçалăхĕнчи кадр потенциалне пулăшу паракан республика программи шутланать. Тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн аслă тата вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăк специалистсем республика бюджетĕнчен 500 пин тенкĕлĕх çул укçи (подъемный) илме пултараççĕ.
Асăннă программа 2009 çултанпа ĕçлет. Юлашки тÿрлетÿсене 2020 çулта кĕртнĕ. Кăçалхи çулăн декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче конкурса хутшăнакансенчен документсем йышăнма тытăннă. Пĕтĕмĕшле 63 çынран заявка килнĕ.
Конкурс условийĕсем тăрăх, патшалăх пулăшăвне тивĕçекен çамрăк специалист 35 çултан аслăрах пулмалла мар. Унсăр пуçне унăн профильлĕ вĕрентÿ тата ял хуçалăхĕнчи ĕç стажĕ çур çултан кая мар пулмалла.