Пур хыпар та
Новости
21 Декабрӗн 2021, 09:25

«Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрнинче» 100 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă

Вăл декабрь уйăхĕн 15-18-мĕшĕсенче Ĕпхÿ хулинче иртнĕ. Программа пуянлăхĕпе тата мероприятисен шучĕпе йышлă пулнипе «Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрни-2021» форума пĕлтĕрхинчен çулĕрех шайра йĕркеленине палăртмалла тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан правительствин вице-премьерĕ- экономика аталанăвĕн министрĕ Рустам Муратов.

«Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрнинче» 100 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă
«Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрнинче» 100 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă

- Тĕп программăпа килĕшÿллĕн форумра 40 ытла мероприяти иртрĕ. Пурĕ 100 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем алă пусса çирĕплетнĕ, - пĕлтернĕ вăл правительствăн тунти кун иртекен оперативлă канашлăвĕнче. - Калаçса татăлнă, килĕшÿ тунă ĕçсемпе тата малашнехи шухăш-кăмăлсемпе çыхăннă самантсене пурне те Республикăри управлени центрне çитерĕç, вĕсене кашни эрнере мониторинг ирттерĕç.

Кăçал «Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрни-2021» форума пурĕ 10 çĕршыври 1,7 пине яхăн çын хутшăннă. Вĕсен шутĕнче -  официаллă çынсем, дипломатсем, пĕтĕм тĕнчери организацисен, Раççей тата ют çĕршывсен представителĕсем, специалистсемпе экспертсем. Çавăн пекех массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем йышлă пулнă.

«Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрнин» ĕçлĕ программине 200 ытла спикер хутшăннă. Вĕсенче 160-шĕ форум лапамĕнче онлайн формачĕпе.

- Иртсе пыракан çул, кăмăл енчен илсен, пирĕн ĕçри хастарлăх туйăмĕсем пысăк пулнипе вĕçленет. Пушкăртстан хăйне тĕнче шайĕнче форумсем  ирттерме пултаракан Раççейри центрсенчен пĕри пулнине кăтартса пачĕ,- пĕтĕмлетнĕ Рустам Муратов.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас