Пур хыпар та
Новости
21 Декабрӗн 2021, 11:45

Пушкăртстанра 2022 çулта 11 çухрăм федераллă çул сарĕç

Çитес çул Пушкăртстанра 158 çухрăм çула юсама, 113,4 çухрăмне электричество çуттипе тивĕçтерме палăртаççĕ. Кун пирки правительствăра иртнĕ «Транспорт сехетĕнче» «Приуралье»  çул-йĕр хуçалăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Аскат Хайруллин пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра 2022 çулта 11 çухрăм федераллă çул сарĕç
Пушкăртстанра 2022 çулта 11 çухрăм федераллă çул сарĕç

Çулталăк вĕçленнĕ тĕле Пушкăртстан территорийĕнчи 90% çул нормăна тивĕçтерни паллă (пурĕ 795 çухрăм). Вĕсене пăхса, çĕнетсе тата юсаса тăма кăçал 15,3 млрд укçа-тенкĕ уйăрнă.

Çитес çул «Урал» М-5 трассăран Ĕпхÿ хулин Демский районне кĕмелли çула (Центральный урамĕпе) тата М-5 çулăн 16 çухрăмне, Шакшаран пуçласа Иглин районĕнчи Балтика ялне çити, тĕпрен çĕнетĕç.

2022 çулта М-7 федераллă трасса çинче Тутарстан чиккинчен пуçласа Дюртюлине çитиччен 65 çухрăм çĕнĕ лаптăк тума палăртаççĕ. 2020-2021 çулсенче Ĕпхÿ-Оренбург  çул çинче 5,5 пин светильник лартнă. Планпа килĕшÿллĕн кăçалхи çулăн вĕçĕччен малтанхи 13 çухрăмне электричествăпа çыхăнтарĕç. Тепĕр 90 çухрăмне – 2022 çулта.

#республикабашкортостан#уралсасси#национальныепроекты#безопасныеикачественныеавтомобильныедороги

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас