-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Ведомствăра аса илтернĕ тăрăх, «Пушкăртстан Республикинче ачасем çуралсан çемьесене укçа-тенкĕ пулăшăвĕ» регионти проект шайĕнче нумай ачаллă çемьесене пулăшу парас тĕллевпе çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ.
2019 çултанпа Пушкăртстанри нумай ачаллă çемьене 150 лаша вăйĕ таран хăватлă двигательлĕ çăмăл автомобильсене тата 125 лаша вăйĕ чухлĕ автобуссене хурăнакан транспорт налогĕнчен хăтараççĕ.
Енчен те çемьесенче 150-200 лаша вăйĕ чухлĕ автотехника пур пулсан, вĕсемшĕн транспорт налогĕ 50% йÿнелĕ.