Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Декабрӗн 2021, 11:48

Палăк тума укçа-тенкĕ хыврĕç

Кăçал эпир чăвашсен çĕнĕ çырулăхне никĕсленĕренпе 150 çул çитнине паллă турăмăр. Çак паллă пулăм тĕлне Ульяновскра халăх шучĕпе чăваш алфавичĕн палăкне лартма йышăну турĕç.

Палăк тума укçа-тенкĕ хыврĕç
Палăк тума укçа-тенкĕ хыврĕç

Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1,8 млн тенкĕпе танлашать. Пархатарлă ĕçе Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ (ертÿçи – Олег Мустаев) йĕркелесе пырать. Паянхи кун тĕлне кирлĕ нухратăн çуррине пухнă темелле. «Чăваш алфавичĕн палăкĕ» ниме акцине Чăваш Енĕн Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннине палăртма кăмăллă.
Çак кунсенче Пушкăртстанра тухса тăракан «Урал сасси» хаçатăн ĕçченĕсем те ырă пуçарăва пурнăçа кĕртес тесе хăйсен пулăшăвне кÿчĕç – ятарлă счет çине пурĕ 10 пин тенкĕ куçарса пачĕç. Маларах ыркăмăллăх акцине ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Людмила Мурманская та хутшăннă. Çывăх вăхăтра çак ĕçе республикăри ытти ентешсем те укçа-тенкĕ хывасса шанатпăр. Палăк фондне нухрата 8 927 270 77 29 телефон урлă куçарма пулать. Çавăн пекех куçарупа пĕрле çыннăн хушамачĕпе ятне тата ашшĕ ятне кăтартмалла.
Чăваш алфавичĕн палăкĕ вăл пирĕн халăхăн çĕнĕ çырулăхĕпе çыхăннă историн пĕр пайĕ шутланать. Çав вăхăтрах чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлева сума суни тата унăн ĕçĕсене асра тытни те пулать. Çакна пирĕн асра тытмала, ăса хывмалла.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: