Новости
22 Декабря 2021, 09:55

Пушкăртстан «Ĕмĕтсен елки» Раççей акцине хутшăннă

Декабрь уйăхĕн  21-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Ĕмĕтсен елки» Раççей акцине республикăра старт панă. Ĕмĕтсене çырнă открыткăсемпе илемлетнĕ Çĕнĕ çул йывăçне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн зданинче вырнаçтарнă.

Пушкăртстан «Ĕмĕтсен елки» Раççей акцине хутшăннăПушкăртстан «Ĕмĕтсен елки» Раççей акцине хутшăннă
Пушкăртстан «Ĕмĕтсен елки» Раççей акцине хутшăннă

«Ĕмĕтсен елки» ыр кăмăллăх проектне Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе 2019 çулта пуçланă. Ун шухăшĕ çапла, çĕршывра пурăнакан кашни çын «Елкажеланий.рф» порталта регистраци иртсе тăлăх, сахал тупăшлă çемьери ачасене, тулли пурнăç илсе пырайман, йывăр чирлĕ çынсене Çĕнĕ çул парни тума пултарать.

Пушкăртстанра асăннă проекта 531 çын хутшăннă та. Çав шутра республика Правительствин членĕсем, политика тата общество деятелĕсем, усламçăсем, артистсем.

Регион ертÿçи Радий Хабиров уяв йывăççи çинчен ĕмĕтсене çырнă тăватă шар хывнă.

Чишма районĕнче пурăнакан 11 çулхи Евгений Буданов велосипед, Ĕпхÿ хулинчи 8 çулхи Нияз Каюмов квадрокоптер пирки ĕмĕтленеççĕ, Ĕпхÿре пурăнакан  15 çулхи Данил Ларуков поезд машинисчĕ пулса курасшăн. Зианчура районĕнче пурăнакан 11 çулхи Элина Ямагулова Ĕпхÿри ипподромра юланутпа çÿреме вĕрентекен мастер-класа хутшăнасшăн.

- Çĕнĕ çул чăрăшĕ çинче ĕмĕтсене палăртнă шарсем чылай. Эпир вĕсене пурне те пурнăçа кĕртĕпĕр. Çакă хальхи вăхăтра хĕнлĕхе лекнисемшĕн пиртен пĕчĕк пулăшу пулĕ. Çĕнĕ çул умĕн вĕсене тимлĕхсĕр хăвармăпăр. Ачасен ĕмĕчĕсем сăпайлă. Поезд управленин пультне тытма ĕмĕтленекен арçын ачан шухăш-кăмăлĕ тĕлĕнтерчĕ. Ăна хăçан пурнăçа кĕртесси çинчен шухăшласа пăхăп. Тен, «Орлан» çинче  ачапа пĕрле ярăнăпăр, - каласа парать Радий Хабиров. – Акцин шухăшĕ чăннипе те лайăх. Вăл пулăшу, тимлĕх кĕтекен  ачасене хамăр ырă кăмăла, ăшша парнелеме май парать. Кашни çул проекта хутшăнакансен йышĕ ÿсни те савăнтарать.

«Ĕмĕтсен елкисĕр» пуçне республикăра сусăр, тăлăх, ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр юлнă 3-17 çулхи ачасемшĕн йĕркеленĕ «Ĕмĕтсен пултарулăх елки» акци иртет.  Унăн йĕркелÿçисем – «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пушкăртстан регионĕнчи уйрăмĕ тата «Башкортостан» патшалăх концерт залĕ. Кăмăл пуррисем хăйсен ĕмĕчĕсене ятарлă ещĕксене хăварма пултараççĕ. Вĕсене Ĕпхÿри Ленин урамĕнчи «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕн 50№ çурчĕ çине, Достоевский урамĕнчи 73 çуртри «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» регионти обществăлла приемнăйĕнче вырнаçтарнă. Ачасен ĕмĕчĕсене декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас