Пур хыпар та
Новости
23 Декабрӗн 2021, 15:00

«Башавтотранс» бухгалтерĕ икĕ миллион ытла тенкĕ вăрланă

Ĕпхÿ хулинчи Киров район сучĕ «Башавтотранс» ГУП бухгалтер учечĕн тата налог политикин уйрăмĕн тĕп бухгалтерне 2 млн та 112 пин те 395 тенкĕ вăрланăшăн тăватă çула условлă майпа ирĕкрен хăтарма йышăннă.

«Башавтотранс» бухгалтерĕ икĕ миллион ытла тенкĕ вăрланă
«Башавтотранс» бухгалтерĕ икĕ миллион ытла тенкĕ вăрланă

Суд пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, айăпа кĕнĕ çын преступление 2006-2020 çулсенче тунă. Вăл «1С:Бухгалтери» программăна ĕçрен кайнисене иккĕмĕш хут саплав туни тата ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерни çинчен суя информацисем кĕртнĕ. Çапла майпа хĕрарăм предприяти счетĕнчен пăхăнакан счетсем çине икĕ миллион тенкĕ ытла укçа куçарнă.

Хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă, тăкакăн пĕр пайне тавăрса панă.

Асăннă приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас