Урал сасси
+20 °С
Облачно
Новости
23 Декабря 2021, 10:57

Пушкăртстанри икĕ пуçтахланакана Ноябрьск-Ĕпхÿ рейсĕнчен антарнă

Эрех-сăра ĕçни Пушкăртстанри икĕ арçынна килĕсене вăхăтлă çитме чăрмантарнă. Декабрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ноябрьск-Ĕпхÿ хулинчи рейсран икĕ арçынна антарнă.

Пушкăртстанри икĕ пуçтахланакана Ноябрьск-Ĕпхÿ рейсĕнчен антарнăПушкăртстанри икĕ пуçтахланакана Ноябрьск-Ĕпхÿ рейсĕнчен антарнă
Пушкăртстанри икĕ пуçтахланакана Ноябрьск-Ĕпхÿ рейсĕнчен антарнă

Раççей Шалти ĕçсен министерствин транспорт управленийĕн Уралти федераллă округри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, сывлăш карапĕн бортпроводникĕсем иллюминатор енчи вырăншăн тавлашкан, киревсĕр сăмахсемпе ятлаçакан арçынсене лăплантарма тăрăшнă, анчах вĕсем асăрхаттарнине ним вырăнне те хуман. Çавăнпа та полици ĕçченĕсене чĕнсе илме тÿр килнĕ.

Транспорт полицийĕн ĕçченĕсем борт хĕррине хăвăрт килсе çитнĕ. 47 тата 35 çулхи Пушкăртстан арçыннисене самолетран антарнă та полицийĕн дежурнăй уйрăмне ăсатнă.

Иккĕшне те РФ административлă йĕркене пăсасси çинчен калакан кодексĕн  20. 11 статйи тăрăх  (вак хулиганлăх) айăпланă.

Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас