Новости
24 Декабрӗн 2021, 10:55

Аскаровăна тилĕ пырса кĕнĕ, администраци çурчĕ умне ларнă

Абзелил районĕнче Аскарово ялĕн çыннисем видео ÿкернĕ. Унăн тĕп сăнарĕ – тилĕ. Вăл администраци çурчĕ умĕнче лăпкă ларнă.

Аскаровăна тилĕ пырса кĕнĕ, администраци çурчĕ умне ларнăАскаровăна тилĕ пырса кĕнĕ, администраци çурчĕ умне ларнă
Аскаровăна тилĕ пырса кĕнĕ, администраци çурчĕ умне ларнă

Тискер чĕн чунсем ял-саласене килсе тухнă тĕслĕхсем çулсерен пулса иртеççĕ. Сăмах май, Ĕпхÿ хулинче пăшисене асăрханă, пăлансене пулăшу панă. Анчах çăткăн чĕр чун район центрĕнче лăпкăн ларни халиччен пулман.  

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас