Пур хыпар та
Новости
27 Декабрӗн 2021, 12:15

Чекмагушри çĕнĕ поликлиника хăйĕн пĕрремĕш пациенчĕсене 2022 çулта йышăнĕ

Чекмагуш район центрĕнчи çĕнĕ поликлиника хăйĕн алăкĕсене 2022 çулта уçĕ. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май медицина учрежденине çитсе курнă. Объекта «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн витĕмĕпе хăпартма 400 млн тенкĕ уйăрнă.

Чекмагушри çĕнĕ поликлиника хăйĕн пĕрремĕш пациенчĕсене 2022 çулта йышăнĕ
Чекмагушри çĕнĕ поликлиника хăйĕн пĕрремĕш пациенчĕсене 2022 çулта йышăнĕ

Çĕнĕ çурта киввипе иккĕмĕш хут шайĕнче сыпăнтарнă, ăшă каçма тунă. Çавăн пекех медицина учрежденинче лифт тата хăпарткăч вырнаçтарнă.

Республика пуçлăхĕ кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕ тухтăрсен пÿлĕмĕсене, операци блокне, рентгенеологи уйрăмне пăхса тухнă. Çакăнтах клиникăпа диагностика лабораторийĕ, эндоскопи уйрăмĕ, хĕрарăмсен консультацийĕ тата ача-пăча уйрăмĕ ĕçлĕç. Çĕнĕ çурт çумĕнче газпа ĕçлекен котельнăй тата трансформатор подстанцийĕ те пур.

Чекмагушри çĕнĕ поликлиника аслисене кăна мар, ачасене те йышăнĕ. Чирлекенсемпе сыввисен потокĕсене уйăрĕç. Çакă тухтăра пĕр смена вăхăтĕнче 250 çынна йышăнма май парĕ. Хальлĕхе вырăнти халăха амбулатори пулăшăвĕпе 47 çул каялла хăпартнă çуртра тивĕçтереççĕ.

 - Поликлиника Чекмагуш çыннисем вăрах кĕтнĕ объект шутланать. Çĕнĕ поликлиникăна паянхи медицина оборудованийĕсемпе тата техникăпа тивĕçтерĕç. Вĕсем пулăшăвăн пахалăхне çĕклеме пулăшĕç. Сăмахран, 2007 çулта туса кăларнă рентген-аппарат яланах тĕрĕс информаципе тивĕçтермен. Çĕнĕ цифрăллă диагностика хатĕрĕсем, çав шутра видеогастроскопсем тата видеоколоноскопсем, чирсене маларах тупса палăртма пулăшасса шанатăп, - тенĕ Чекмагушри тĕп район больницин тĕп тухтăрĕ Алина Латыпова. – Строительство ĕçĕсем иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче пуçланнăччĕ, пĕрремĕш пациентсене вара 2022 çулхи март уйăхĕнче йышăнăпăр. Эпир питĕ хавас, строительство ĕçĕсем вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

Регион ертÿçи мĕнпур сиплев учрежденийĕсем валли пациентсен пĕрлĕхлĕ маршрутне хатĕрлеме хушу панă.

 - Пациентсене поликлиника ăшĕнче çÿреме меллĕрех пултăр тесе майĕпен объектăн шалти дизайне хатĕрлĕпĕр, - пĕлтернĕ Радий Хабиров. – Чекмагуш çыннисем çĕнĕ поликлиникăна 1999 çултанпа кĕтеççĕ. Эпир майĕпен çулсерен пухăннă ыйтусене татса пама тăрăшатпăр. 2022 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне лизенци туяннă хыççăн поликлиникăна уçăпăр. Унтан вара стационара çĕнетесси пирки шухăшлăпăр.  

  #Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение

 

               

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас