Патшалăх пулăшăвне Раççейри студентсен спорт пĕрлĕхне ярĕç. Организаци федераллă укçа-тенкĕпе студентсен спортне аталантарассипе çыхăннă наукăпа практика конференцийĕсем, методика семинарĕсем тата форумсем ирттерĕ.
Çавăн пекех Раççейри студентсен спорт аталанăвне, студентсен спорт лигисен ĕç-хĕлне кăтартакан мониторинг ирттерĕç, асăннă çул-йĕре аталантармалли методика сĕнĕвĕсем, аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи студентсен спорт клубĕсене кĕртмелли йĕркене хатĕрлесе çирĕплетĕç.
Субсидие «Физкультурăпа спорта аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн уйăрĕç. Ун валли федераллă бюджетран мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрассине шутласа хунă ĕнтĕ. Уйрăмăн илес пулсассăн, 2022 çулта - 479,2 млн тенкĕ ытла, 2023 çулта - 439,5 млн тенкĕ, 2024 çулта 279,8 млн тенкĕ уйăрĕç.
Надежда РОДИОНОВА.