

- Эпĕ республикăра пулатăп, çакна муниципалитетсен пур пуçлăхĕсене те пĕлтеретĕп. Пĕр-икĕ кун çывăратăп. Унтан кам патне те пулсан кĕтмен çĕртен хăнана çитсе савăнтаратăп, - палăртнă республика ертÿçи.
Декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Радий Хабиров БСТ телеканалти йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çул умĕнхи «Территория женского счастья» телемарафона хутшăннă. Унта вăл имбирь печенийĕ хатĕрленĕ. Кулинари ăсталăхĕпе уйрăлса тăракан республика ертÿçи çăмăллăн чутса сарнă.
- Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйту. Ăсталăх çулсем иртнĕ май хушăнса пырать. Тÿрех пурне те вĕренейместĕн, - тенĕ вăл.
Радий Хабиров шухăшĕпе хĕрарăмшăн чи хакли - çывăх çыннисем юратни, вĕсем сывă, сывлăхлă тата юнашар пулни. «Пурте хăйсен килĕсенче ёлка умне пуçтарăнччăр, пĕр-пĕрин ăшшипе ăшăнччăр, малашлăха шанчăклăн пăхчăр», - суннă Республика Пуçлăхĕ.
Надежда РОДИОНОВА.