Сăмахран, Туймазă хулинчи Чулпан-2 микрорайона çитекен çула çутăпа тивĕçтермен пулнă. Лампăсем юрăхсăра тухнă иккен, вĕсене юсама укçа-тенкĕ пулман. Ĕçсене декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ: Туймазă хулинчен пуçласа Чулпан-2 микрорайона çити тăсăлакан çулăн тăршшĕпе 32 лампа вырнаçтарнă.
Давлекановăра пурăнакан Ольга Заграничная çу кунĕсенчех хула варринче урамри çутăпа çыхăннă ыйтăва хускатнă. Хула çыннисене чылай чухне телефон хунарĕпе усă курма тивнĕ. Давлекан район администрацийĕнче çапла хурав панă: «Хулан тĕп пайĕнче пĕчĕк хуласемпе истори пĕлтерĕшлĕ ял-саласенче хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелессипе çыхăннă чи лайăх проектсен Пĕтĕм Раççейри конкурс шайĕнче тирпей-илем кĕртес ĕçсем пыраççĕ». Проектпа килĕшÿллĕн тĕп парка, Мажит Гафури, Хĕрлĕ лапам тата Набережная урамĕсене юсама, çуран çÿрекенсен тата велосипедпа ярăнмалли çулсене тума, юпасемпе лампăсене улăштарма палăртнă. Декабрь уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне мĕнпур ĕçсене вĕçленĕ, лампăсене хута янă.