Новости
28 Декабря 2021, 06:50

Шăрпăкпа выляса ÿтне пĕçертнĕ

Пушкăртстанра ача шăрпăкпа выляса ÿтне хытă пĕçертнĕ. Асăннă инкек декабрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чишма районĕнчи Чишма ялĕнче пулса иртнĕ.

Шăрпăкпа выляса ÿтне пĕçертнĕШăрпăкпа выляса ÿтне пĕçертнĕ
Шăрпăкпа выляса ÿтне пĕçертнĕ

Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн малтанхи информацийĕпе килĕшÿллĕн 2009 çулта çуралнă арçын ача пуçне, мăйне, кăкăрĕн çÿлти пайне тата аллисене пĕçертнĕ.

 - Хальхи вăхăтра ачана пĕçертнĕ сурансене сиплекен уйрăма илсе çитернĕ. Вăл хăйне япăх мар туять, - тенĕ ведомство пресс-службинче.

Инкек сиксе тухнă вăхăтра арçын ача килĕнче пĕччен пулнă.

 - Ача-пăчасем вут-çулăмпа шÿтлени пушар тухасси, ачасем вилесси патне илсе çитерме пултарать, - асархаттараççĕ хăтаруçăсем. – Ытларах чухне çакă аслисен енчен тимлĕх çуккипе пулса иртет.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас