Пур хыпар та
Новости
28 Декабрӗн 2021, 17:05

Шартлама сивĕре кушак çурине урама кăларса ывăтнă

Çак кунсенче Кармаскалă салинче иртсе çÿрекенсем урамра çыхса хунă шурă михĕ тупнă. Ун ăшĕнчен килти чĕр чун мĕскĕннĕн макăрни илтĕннĕ.

Шартлама сивĕре кушак çурине урама кăларса ывăтнă
Шартлама сивĕре кушак çурине урама кăларса ывăтнă

Миххе салтса ярсан унта пĕчĕк кушак çури пуррине асăрханă. Вăл çав тери хăранипе çутă курсанах тарса пытаннă.

Социаллă сетьсемпе усă куракансем йĕрке хуралĕн органĕсене чĕр чуна кÿрентернĕ çынсене тупса явап тыттарма чĕнсе каланă.                  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас