

- Манăн анне вырăс чĕлхи учителĕ пулнă. Ишимбай хулинчи ача садне кайсан, анне мана «Ульăм, вырăс чĕлхине вĕрен» терĕ. Паян тăван пушкăрт чĕлхипе калаçсан, çамрăксем каланă пек «рехетленетĕп» («кайфую»). Çынсемпе тăван чĕлхепе пуплесен, çапла майпа эсĕ вĕсене хисепленине кăтартса паратăн. Çакă маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ Радий Хабиров.
Регион ертÿçин шухăшĕпе полилингваллă (пĕр харăс темиçе чĕлхе вĕренни) гимназисем йĕркелени наци политикин кăтартăвĕ пулса тăрать.
- Республикăра паянхи кун тĕлне полилингваллă виçĕ пушкăрт гимназийĕ хăпартнă. Нефтекамск хулинче тутар гимназийĕ уçнă, Мишкинăра мари шкулĕн проектне хатĕрленĕ. Çавăн пекех чăваш гимназине те тăвăпăр, хальлĕхе вăл ăçта вырнаçасси паллă мар. 2024 çул тĕлне 12 полилингваллă гимнази хута яма палăртатпăр, çитес вăхăтра Акъярта уçăлĕ, - пĕлтернĕ регион ертÿçи.