Пĕрремĕшĕ – медицина пĕлĕвне тата сывлăха упрамалли технологисене çĕнетесси. Çакна пурнăçа кĕртес тесен дисциплинăсем хушшинчи 20 çĕнĕ вĕрентÿ программи уçма тивĕ (IT, нанотехнологисем, материаловедени, промышленность фармацийĕ, математика). Проекта Европăпа Китайри паллă аслă шкулсен тĕнче шайĕнчи ăсчахĕсене явăçтарĕç.
Иккĕмĕш пысăк проект – Халăхсен хушшинчи офтальмологи кластерĕ йĕркелесси. Хальхи вăхăтра Раççейри Сывлăх сыхлав министерствин Пĕтĕм Раççейри куç тата пластика хирурги центрне тата Ĕпхÿри куç чирĕсен наукăпа тĕпчев институтне ППМУпа пĕрлештересси пуçланнă.
Ректор сăмахĕсем тăрăх, Халăхсен хушшинчи офтальмологи центрĕ аслă шкула çĕнетмелли инноваци моделĕ кăна мар, офтальмологи наукин тĕнче картинче пĕлтерĕшлĕ центр та пулса тăрать. Çавăн пекех вăл медицина туризмĕн майĕсене анлăлатма пулăшĕ.