+16 °С
Облачно


Аса илтеретпĕр, 2021 çулта республикăра миллион тонна яхăн сахăр кăшманĕ акса ÿстернĕ. Çакă Пушкăртстанри предприятисене тепĕр уйăх çурă ĕçлемелĕх çитет.
Кăçалхи çул сахăр кăшманне сахалрах туса илнĕ. Апла пулсан та тымар çимĕçсем сахăр нумай тухнипе савăнтараççĕ.
Кăçал çак кăтарту икĕ завод тăрăх 16,2 % танлашать. Иртнĕ çул 15,7% иртмен. Тĕплĕнрех калас пулсассăн, кашни тонна тымар çимĕçрен 5 килограмм ытларах сахăр тухать.
Надежда РОДИОНОВА.