Айăпа кĕнĕ çын самаях хĕрĕнкĕ пулнă май, килĕнчен васкавлă службăсене шăнкăравланă. Оператора вăл Октябрьти Революци урамĕнчи пурăнмалли çуртăн иккĕмĕш хутĕнчи хваттерте бомба хуни çинчен пĕлтернĕ. Диспетчер çак хыпара полици ĕçченĕсем патне çитернĕ.
Каланă адреспа полици ĕçченĕсем, эскпертсем тата кинологсем килсе çитнĕ. Вĕсем пурăнмалли çурт-йĕр тавра пăхса çаврăннă, ăна шалтан та тĕрĕсленĕ. Телее, нимĕнле взрыв хатĕрĕ те тупман.
«Уголовлă ĕçе пăхса тухнă май арçын хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Суд ăна айăплă тесе çирĕплетнĕ, «Терроризм акчĕ пирки суя информаци сарнăшăн» статьяпа килĕшÿллĕн 1 çула ирĕксĕр хăварма йышăннă», - тесе пĕлтернĕ суд пресс-службинче.