Полици уйрăмне 39 çулхи Баймак районĕнче пурăнакан хĕрарăм килнĕ. Унăн телефон номерĕ çине паллă мар банк ĕçченĕ шăнкăравланă тенĕ. Шăнкăравлакан çын хĕрарăм ячĕпе такам-тăр кредит илме хăтланнине пĕлтернĕ, укçа-тенке сыхласа хăварас тĕллевпе нухрата тепĕр карта çине куçарма ыйтнă. Çапла майпа хĕрарăм ултавçăн банк карти çине 470 пин тенкĕ куçарса панă.
Ĕпхÿри Октябрьски районĕнче пурăнакан ватă çын та ултавçăсен вăлтине çакланнă. Вăл акцисем туянас тĕллевпе палламан çын счечĕ çине 550 пин тенкĕ куçарнă. Çак енĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Пушкăртстан республикинчи Шалти ĕçсен министерстви палламан çынсене укçа куçарма юраманни çинчен асăрхаттарать. Ултавçăсем суя номерсемпе усă курма пултараççĕ. Социаллă сетьсемпе усă курнă чухне те асăрхануллă пулма ыйтать. Палланă çынсенчен шиклентерекен хыпарсем илсен, вĕсем патне тÿррĕн шăнкăравлăр.