Çут çанталăка сыхлакан ведомство каланă тăрăх, иртнĕ çул регионта 470 çÿп-çап вырăнне тĕп тунă. Кăçал 461 санкцилемен çÿп-çап вырăнне хупма палăртаççĕ.
«Çÿп-çап реформи» пуçланнă тĕле (2019 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ) республикăра 2301 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнакан 3005 санкцилемен çÿп-çап вырăнне регистрациленĕ. Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе 2024 çул вĕçлениччен усă курман, хуçасăр çÿп-çап вырăнĕсене тĕп тума палăртнă.
Çÿп-çап вырăнĕсене тĕп тăвассине пысăклатмалли меслетпе пурнăçа кĕртеççĕ. Урăхла каласан, ялти пĕчĕк çÿп-çап вырăнĕсенчи каяшсене муниципалитетсем пысăкраххине куçараççĕ е ĕçлекен коммуналлă хытă каяшсен полигонне турттараççĕ.
«Экологи» наци проекчĕн «Таса çĕршыв» федераллă проект шайĕнче 2024 çул вĕçлениччен Баймак, Благовещенск, Давлеканово, Кумертау, Сибай, Çтерлĕ хулисенчи хытă коммуналлă каяшсен вырăнне тĕп тума палăртаççĕ. 2023-2024 çулсенче Кумертау, Сибай тата Мелеуз хулисен чиккисенче вырнаçнă виçĕ çÿп-çап вырăнне пĕтересшĕн.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#экология