

Сăмахран, февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче çар генералĕ, 1986-1989 çç Тĕп штабăн çар академийĕн пуçлăхĕ пулнă Григорий Иванович Салманов çуралнăранпа 100 çул çитнине, июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче пушкăрт халăхĕн пултаруллă ывăлĕ, Илиш районĕнче çуралса ÿснĕ Муса Гайсинович Гареев летчик-штурмовик, гварди полковникĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тăватпăр. Октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тамара Павловна Нечаева скульптор, сăрăçă, РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ, ПАССР халăх художникĕ, ПАССР тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ, ПР Салават Юлаев ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ çут тĕнчене килнĕренпе 100 çул пулать.
Регионти 2020 çулхи паллă датăсен календарĕ урлă çак тата ытти паллă датăсемпе паллашма май пулĕ. Унăн электрон версийĕ ПР Архив ĕçĕсен тата Наци архивĕн управленийĕн сайтĕнче вырнаçнă.