Новости
17 Января 2022, 10:30

Çăлавçăсем арçынпа хĕрарăма вăрманта шыраса тупнă

Ĕнер çĕрле Нуриман районĕнчи Павловкăри çăлавçăсем шырава тухса кайнă. Вĕсем ялтан инçе мар, Стахеево хирĕнче снегоходпа ярăннă 1975 çулта çуралнă арçынпа 1977 çулта çуралнă хĕрарăма шыранă. «Хурçă ут» малтан чиперех ĕçленĕ, унтан ванса ларнă.

Çăлавçăсем арçынпа хĕрарăма вăрманта шыраса тупнăÇăлавçăсем арçынпа хĕрарăма вăрманта шыраса тупнă
Çăлавçăсем арçынпа хĕрарăма вăрманта шыраса тупнă

- Снегоходпа ярăннă чух  яланах каялла çуран таврăнас хăрушлăх пур. Паллах, кашни транспорта пăхса тăмалла. Снегоход та ытти техника пекех ванса ларма пултарать. Çул çинче çак пăтăрмаха йышăнма яланах хатĕр пулмалла – хăвпа пĕрле юсав ĕçĕсем ирттермелли хатĕрсем, термоспа вĕри чей, тулли зарядкăллă телефон пулмалла тата ăшă тăхăнмалла, - пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикинчи Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн пресс-службинче.

Çăлавçăсем арçынпа хĕрарăма тупса вĕри чей ĕçтерсе ăшăтнă, килне илсе çитернĕ.

Республикăра юр çунă, çил-тăман алхаснă кунсенче чылай çын вăрманта инкеке лекнĕ. Васкавлă службăсене Ĕпхÿ районĕнче арçын аташса кайнă тесе хыпар çитнĕ. Вăл «Лукоморье» кану паркĕнчен тухса Хĕрлĕ Çыр (Красный Яр) еннелле çул тытнă, Черновский ялĕнчен иртсен хăйне кирлĕ çула çухатнă.

Арçынна шырама  Пушкăртстан Республикинчи Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн тĕп ушкăн ĕçченĕсем çула тухнă. Телее, пурте ырă-сывă вĕçленнĕ. Служба ĕçченĕсем арçынна кĕске вăхăтра шыраса тупнă, çавна пула ăна медицина пулăшăвĕ те кирлĕ пулман. Çулçÿреве юртаканскере  Хĕрлĕ Çыр ялне çитернĕ.

Каярах инкеклĕ лару-тăру службине Октябрьский хулинчи вăрманта арçын аташса кайни çинчен тепĕр хыпар çитнĕ. Унпа çыхăну çухалнă. Ăна Туймазă хулинчи çÿлерех асăннă ведомствăн виçĕ çăлавçи автомобильпе тата снегоходпа шырама тухнă. Ку хутĕнче 1988 çулта çуралнă арçын «Спартак» йĕлтĕр базине çĕрле хăй тĕллĕн тухнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас