Пур хыпар та
Новости
18 Кӑрлач 2022, 17:05

Çĕнĕ çул чăрăшĕсемпе тепĕр хут усă курĕç

«Елкăсенчен – турпас» экологи акцин витĕмĕпе усă курса Ĕпхÿ хулинче пурăнакансем январь уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче усă курнă чăрăшсене ятарлă пунктсене килсе пама пултараççĕ. Кун çинчен январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче муниципалитетра иртнĕ оперативлă канашлура Ĕпхÿ администрацин экологи тата тавралăха упракан уйрăмăн пуçлăхĕ  Ольга Филева пĕлтернĕ.

Çĕнĕ çул чăрăшĕсемпе тепĕр хут усă курĕç
Çĕнĕ çул чăрăшĕсемпе тепĕр хут усă курĕç

Унăн сăмахĕсем тăрăх, акцие, çут çанталăкпа перекетлĕ усă курас тĕллевпе 2018 çулта пуçласа янă. Ункайлăрах пултăр тесе чăрăшсене пухмалли вырăнсене хулари кашни районта йĕркеленĕ. Илсе килнĕ чăрăшсемшĕн парнесем те параççĕ - Валериан Альбанов ячĕллĕ полярниксен музейне е «Раççей – манăн истори» («Россия - моя история») истори паркне кĕмелли билетсем.

Пухнă уяв йывăçĕсене завода ăсатаççĕ. Малтан турпас туса вĕтетеççĕ, унтан строительство, алăк, сĕтел-пукан валли тĕрлĕ плитасем хатĕрлеççĕ. Çак майпа елкăсем иккĕмĕш пурнăç туянаççĕ.

- Пухмалли пункта илсе килнĕ чăрăшсем таса пулмалла. Вĕсем çинчен теттесене, мишурана, айне лартмалли хатĕре (крестовина), чĕркесе килнĕ упаковка хывса илмелле, - палăртнă чи кирлĕ условисене Ольга Филева.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас