Пур хыпар та
Новости
18 Кӑрлач 2022, 09:35

Ял хуçалăх продукцинчен тавар тăвакансене субсиди парассине ÿстерĕç

Радий Хабиров  оперативлă канашлу вăхăтĕнче апат-çимĕç тата чĕр тавартан продукци туса кăларакан пĕчĕк бизнеса пулăшу парассине икĕ хутчен ÿстерме хушнă. Халĕ оборудовани туянма 50 млн тенкĕ субсиди уйăраççĕ. «Иккĕмĕш çурçуллăхра, бюджета шайлаштарнă чух çак хисепе ÿстермелли майсем тупмалла. Çакă лайăх пулăшу пулĕччĕ», - тенĕ республика пуçлăхĕ.

Ял хуçалăх продукцинчен тавар тăвакансене субсиди парассине ÿстерĕç
Ял хуçалăх продукцинчен тавар тăвакансене субсиди парассине ÿстерĕç

2021 çултан пуçласа регионта апат-çимĕç тата тĕрлĕ продукци тăвакан промышленноçа укçа-тенкĕ енчен пулăшу паракан федераллă тата  регион шайĕнче комплекслă программа ĕçлет.

ПР вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх, декабрь уйăхĕн çурриччен экспорта 307 млн долларлăх (планпа 167 млн долларлăх пулнă) продукци ăсатнă. 2021 çулхи 11 уйăх хушшинче апат-çимĕçпе тĕрлĕ ĕçме (напитки) 118,5 млрд тенкелĕх туса кăларнă. Çав шутран 101 млрд тенкĕлĕх (план тăрăх 87 млрд тенкĕлĕх палăртнă пулнă) продукцине сутлăха ăсатнă. Ĕçмеллисене 18,4 млрд тенкĕлĕх туса хатĕрленĕ. 17 кооператив йĕркеленĕ (планпа 20 палăртнă).

2022 çултан хушма пулăшу пурнăçа кĕрĕ –алкогольсĕр шĕвексемпе сĕткенсем туса кăларакан пĕчĕк бизнес валли чĕр тавара туянма субсиди (40%) уйăрĕç.

Тата тепĕр çăмăллăх - ял хуçалăх продукцинчен тавар тăвакансене (усламçăсемпе юридици сăпачĕсене) оборудовани туянма субсидипе (40%) тивĕçтереççĕ.

Тупăш илсе килекен проектсем валли 100 млн тенкĕ уйăрнă.  Программăн çĕнĕ версийĕпе предприятисем 9% пуçласа 49%  таран хăйсен шутĕнчен укçа-тенкĕ хушма пултарсан, субсидисен хисепне 14 млн тенке (малтан 3 млн тенкĕ çеç пулнă) çитернĕ.

Юлашки çулсенче 300 кооператив йĕркеленĕ, вĕсенчен 190-шĕ чĕр тавартан продукци туса хатĕрлеççĕ. Вĕсен таварĕсене 1200 суту-илÿ вырăнĕнче салатаççĕ, çав шутра федераллă сетьсемпе маркетплейссенче, тĕрлĕ отрасль выставкисенче.

- Малалла аталаннишĕн, тавтапуç. 2022 çулта производствăра тата пысăкрах çитĕнÿсем тăвăпăр. Чĕр тавартан продукци тăвакан проектсене ытларах тимлĕх уйăрма ыйтатăп. Пурне те çак ĕçе явăçтармалла, çакă пирĕн тĕп тĕллев пулма тивĕç, - палăртнă Радий Хабиров.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас