Пур хыпар та
Новости
19 Кӑрлач 2022, 12:58

2022 çулта республикăра электромобильсем валли тата 13 заряд станцийĕ уçăлĕ

2022 çулта Пушкăртстанра электромобильсем валли тата 13 заряд станцине уçĕç. Халĕ республикăра 13 электрозаправка ĕçлет. Вĕсенчен 9-шĕ Ĕпхÿ хулинче, иккĕшĕ Нефтекамск хулинче, пĕри Пишпÿлек ялĕнче тата тепри Чишма районĕнче (Чишмы М5-кемпинг) вырнаçнă.

2022 çулта республикăра электромобильсем валли тата 13 заряд станцийĕ уçăлĕ
2022 çулта республикăра электромобильсем валли тата 13 заряд станцийĕ уçăлĕ

Астутарасшăн, Пушкăртстанра  60 кВт хăватлăхлă пĕрремĕш электрозаправка иртнĕ çул  сентябрь уйăхĕнче Ĕпхÿ хулинчи Трамвайная урамĕнчи 1-мĕш çуртра уçăлнă. Асăннă заряд станцийĕ электромобиле 20 минут хушшинче зарядпа тивĕçтерме пултарать. Хăвăрт заряд mode-4 режимлă улшăнакан токпа (переменный) усă курнипе пурнăçланать.

Паянхи куна республикăра 160 электромобиль регистрациленĕ.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас