

ПР Правительствин виçĕ çула çитмен ачасене, йывăрлă тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене сĕт продукцийĕпе тата типĕ хутăшсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерессине улшăнусем кĕртнĕ.
Сахал тупăшлă çемьесем сĕт кухнинчен продукци илес тесе пухакан документсен шутĕнчен çемье йышĕ çинчен çирĕплетекен справкăна пăрахăçланă. Асăннă документа ачасене опекăна илнĕ çемьесем пуçласа документсем тăратнă чух çеç хатĕрлемелле пулĕ.
Çапла майпа йывăрлă тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен, виçĕ çул туртарман ачан ашшĕ-амăшĕсен педиатртан справка илмелле, паспорт, çуралнине çирĕплетекен свидетельствăн кописене тумалла тата заявлени çырмалла.
Тÿлевсĕр апатланăва виçĕ майпа тивĕçсе пулать. «Сĕт кухнин» салатакан пунктне, «Мои документы» нумай функциллĕ центра çитсе заявлени çырма е документсен электронлă версине мобильлĕ приложени урлă ярса пама пулать. Ун йĕркине тĕплĕн «Сĕт кухнин» сайтĕнчи «Для получателей» уйрăмĕнче ăнлантарса панă.
«Сĕт кухни» ПР Патшалăх автономи учрежденийĕ талăкне 5 тонна сĕтрен продукци тăвакан çичĕ тулли производство тата сĕт продукцийĕпе типĕ хутăшсене салатакан 140 пункт йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра продукцие сахал тупăшлă çемьесенчи 11 769 ача, тăлăх тата ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă 39 ача тата йывăрлă, кăкăр ĕмĕртекен 418 хĕрарăм тÿлевсĕр илсе тăраççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.