Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
19 Кӑрлач 2022, 11:18

Слакпуç ачисем – олимпиада çĕнтерÿçисем

Ĕпхÿ хулинче Г.Альмухаметов ячĕллĕ республикăри гимнази-интернатра Пушкăртстанри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 8-11 классенче вĕренекенсен хушшинче тăван чĕлхепе (тутар, чăваш, мари, удмурт) литература олимпиади иртрĕ.

Слакпуç ачисем  – олимпиада çĕнтерÿçисем
Слакпуç ачисем – олимпиада çĕнтерÿçисем

Кăçал республика олимпиадин юлашки тапхăрне 153 шкул ачи хутшăннă: тутар чĕлхипе – 94, чăваш чĕлхипе – 25, мари чĕлхипе – 23, удмурт чĕлхипе – 11 вĕренекен. Олимпиадăна хутшăнакансем викторина ыйтăвĕсем çине хуравланă, сĕннĕ темăпа олимпиадăна хутшăннă тепĕр ачапа диалог йĕркеленĕ. Хăш-пĕр ачасем наци костюмĕсемпе пулнă.
ПР Вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, олимпиада январь уйăхĕн 13-14-мĕшĕнче иртнĕ. Унта Пушкăртстан Республикинчи вĕрентÿпе наука министрĕн çумĕ Альфия Галиева, жюри председателĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăннă. Çавăн пекех YouTube канал урлă мероприятие тÿрĕ эфирта кăтартассине те йĕркеленĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе парнеллĕ вырăнсем йышăннисене Пушкăртстан Республикин Вĕрентÿпе наука министерствин дипломĕсемпе тата обществăлла организацисен асăнмалăх парнисемпе наградăланă.
Пелепей районĕнчи Слакпуç шкул вĕренекенĕсем Юлия Егоровапа (9 класс) Карина Павлова (11 класс) республика шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадине хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Вĕсене ПР Вĕрентÿпе наука министерствин дипломĕсемпе, парнесемпе чысланă.
Каринăпа Юльăна тата республика олимпиадин çĕнтерÿçисене хатĕрленĕ Слакпуç шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенне Марина Михайловна Трофимована тивĕçлĕ çĕнтерÿпе саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх тата çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Светлана ГАРЕЕВА. Пелепей районĕнчи вĕрентÿ управленийĕн ĕçченĕ.

Слакпуç ачисем  – олимпиада çĕнтерÿçисем
Слакпуç ачисем  – олимпиада çĕнтерÿçисем
Слакпуç ачисем  – олимпиада çĕнтерÿçисем
Слакпуç ачисем – олимпиада çĕнтерÿçисем
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: