-7 °С
Пӗлӗтлӗ
«Мечетлĕ пурнăçĕ» («Мечетлинская жизнь») вырăнти хаçат пĕлтернĕ тăрăх, Большая Ока ялĕнчи пĕр хуçалăхра ĕне пăрулама пуçланă. Пăруланă вăхăт вăраха тăсăлнă, ĕне ниепле те çăмăлланайман. Хуçасем Булат Алимбаев выльăх тухтăрне чĕнтернĕ.
- Пăру çут тĕнчене килсен çынсем тĕлĕнсе кайнă. Чĕр чунăн икĕ тута-çăвар (морда), икĕ мăшăр куç, - тесе пĕлтерет асăннă хаçат. Çак пулăма çирĕплетекен сăн ÿкерчĕкне те лартнă.
Шел пулин те, тĕлĕнтермĕш пăрăва çăлса хăварайман. Вăл вырăнтах вилнĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.