Пур хыпар та
Новости
20 Кӑрлач 2022, 10:55

Çур аки кампанине 20 миллиард тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ

Республикăра агрономсен пĕрремĕш зоналлă конференцийĕ иртнĕ.

Çур аки кампанине 20 миллиард тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ
Çур аки кампанине 20 миллиард тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ

ПР Правительствин премьер-министр çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов 2022 çулхи çур аки кампанийĕ çăмăл мар пулассине, яваплă ĕçе иртерех хатĕрленме тытăнмаллине палăртнă.

- Тăпрара нÿрĕк сахал, çавăнпа та акана иртерех туса ирттермелле, - тенĕ вице-премьер. – Халех удобренисем илсе хумалла.  Им-çам хатĕрлекен производительсемпе малтанхи хаксене 2022 çулхи май уйăхĕ вĕçĕччен тытса тăма калаçса татăлнă.

Республика аграрийĕсем çур аки ирттерме 20 млрд тенке яхăн тăкаклама палăртаççĕ, çак кăтарту иртнĕ çулхинчен 3 млрд тенкĕ нумайрах. Ытларах тăкаксене аграрисене валли уйăракан  1-5% ставкăллă кредитсемпе саплаштарасшăн. 2021 çулта аграрисене кĕске сроклă кредитсемпе 12,8 мрд тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 6 млрд тенкĕ ытла çур аки ирттерме тăкакланă.

Кăçал регионта акмалли çĕр лаптăкĕсем ытлашши ÿсмĕç, 2 млн 835 пин гектарпа танлашĕç. Республикăра ял хуçалăх техникине юсамалли планпа графика çирĕплетнĕ. Çапла майпа трактор çумне лектермелли хатĕрсене, сÿре, катоксене февраль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, тăпрапа ĕçлекен тата ака тумалли машинăсене мартăн 20-мĕшĕ тĕлне, акана хутшăнакан машинăсене – апрель уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне юсаса пĕтермелле. Çавăн пекех канашлура çĕнĕ тухăçăн тырă пахалăхĕн мониторингĕ, пестицидсен çаврăнăшĕ, агростраховани тата ытти ыйтусене пăхса тухнă.

Агрономсен пĕрремĕш зоналлă конференцине ПР Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем, ял хуçалăх управленийĕсен (уйрăмĕсен) пуçлăхĕсем, тĕп агрономĕсемпе инженерĕсем, Мелеузпа Ишимбай, Çтерлĕпуçпа Федоровка, Куюргазăпа Кугарчă тата Зианчура районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăннă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас