Январь уйăхĕн 19-мĕшĕнче 14.45 сехетре Раççей Инкеклĕ ĕçсен министерствин Пушкăртстан Республикинчи тĕп управленине Салават хулинчи Губкин урамĕнчи 8-мĕш çурт çунни çинчен хыпар çитнĕ. Вырăна Раççей МЧС тата ытти васкавлă службăсен вăйĕсене янă. Вĕсем çитнĕ чух çуртра тĕтĕм мăкăрланнă. Пушар сÿнтерекенсем килсе çитиччен çуртран 20 çын хăйсемех тухнă. Вут-çулăм тухакан хваттертен çăлавçăсем 1934 çулта çуралнă ватă хĕрарăма илсе тухса пульницăна ăсатнă. Çуртăн 8-мĕш хутĕнчен 1947 çулта çуралнă арçынна, 2011 тата 2013 çулсенче çуралнă ачасене вут-çулăмран хăтарнă.
Пушара сарăлма 14.57 сехетре чарнă, уçă çулăма 15.01 сехетре сÿнтернĕ. Тăватă тăваткал метр çинчи пурлăх сиенленнĕ.
Раççей Инкеклĕ ĕçсен министерствин дознавателĕ пушар сăлтавĕсене тупса палăртассипе ĕçлет.