«Паллă пулăм пулса иртнĕ чухне, çавăн пеккисенче пĕри çывăх вăхăтра пулмалла, пресс-конференци йĕркелеççĕ. Хальхинче вăл çĕнĕ банкнотпа паллаштарассипе çыхăннă. Çак ĕç тепĕр уйăхран е темиçе эрнерен пулса иртмелле»,- Тĕп банк председателĕн çумĕ каланă сăмахсене ТАСС илсе кăтартнă.
Маларах çакă паллă пулнă, Тĕп банк хăй умне 2025 çулччен темиçе банкнота çĕнетме тĕллев лартнă. 2022 çулта çынсем укçа-тенкĕ çаврăнăшĕнче çĕнĕ 100 тенкĕлĕх хут укçапа усă курма пуçлĕç.
Çĕр тенкĕлех хут укçасемсĕр пуçне банк тата 5 тĕрлĕ укçана çĕнетет. Çĕнĕ 1000 тата 5000 тенкĕлĕх банкнотсемпе 2023 çулта усă курма пуçлăпăр, 500 тенкĕлĕххипе - 2024 çулта, 10 тата 50 тенкĕллĕххисемпе - 2025 çулта.
Юрий СНЕГОПАД.