Вăл кашни кун Ĕпхÿ – Приютово – Ĕпхÿ маршрутпа çÿремелле. Çул çинчи вăхăт 2 сехет те 58 минутпа (пĕр енне) танлашмалла. Ĕпхÿри чугун çул вокзалĕнчен 18.58 сехетре çула тухсан электропоезд Приютовăна 21.56 сехетре (вырăнти вăхăтпа) çитет.
Приютовăран «Хĕвеланăç экспресс» февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче 5.54 сехетре тапранать, Ĕпхÿ хулине 8.52 сехетре çитет.
Çул çинче электропоезд Демăра, Чишма-1, Давлекан, Раевка, Шафраново тата Аксаково станцисенче чарăну тăвать.
Раççей чугун çулĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ЭП2Д серине кĕрекен электропоезд тултан пăхсан та çĕнĕлĕхпе уйрăлса тăрать. Вагонсенчи интерьера та хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса тата пассажирсем валли хăтлăрах пултăр тесе йĕркеленĕ. Салонсенче электроэнерги перекетлекен çутăдиочĕллĕ информаци кăтартакан табло, сывлăша тĕрлĕ сиенлĕ япаласенчен тасатмалли климат-тĕрĕслев системи вырнаçтарнă. Пассажирсем вагона мĕнле кĕнине тата унтан тухнине тĕрĕслеме тултан та, шалтан та вырнаçтарнă видеосăнав камерисем май параççĕ.
Вырăнтан вырăна хăй тĕллĕн куçма пултарайман пассажирсем валли кресло-коляскăсене кĕртме хăпарткăч (подъемник) пур. Вĕсем валли ятарлă вырăн уйăрнă, уйрăм санитари узелĕпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех вагона кĕрекен алăкăн тулаш енче пускăч (кнопка) вырнаçтарнă, ун çине пуссан сана пулăшу парĕç.
Электропоездăн конструкци хăвăртлăхĕ сехетре 120 çухрăм кайма пултарнипе танлашать.
Юрий СНЕГОПАД.