Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Кӑрлач 2022, 10:10

2021 çулта республикăра 39964 пепке çуралнă

Çакă 2020 çулхипе танлаштарсан 1794 ача сахалрах пулса тухать. Асăннă кăтартусем  республикăри Юстици ĕçĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ ачасем çуралнине регистрацилекен актсене шута илнĕ хыççăн паллă пулнă.

2021 çулта республикăра 39964 пепке çуралнă
2021 çулта республикăра 39964 пепке çуралнă

Сăмахран, Ĕпху хулинче иртнĕ çул январь – декабрь уйăхĕсенче çут тĕнчене 14 129 пепке килнĕ пулсан, Пушкăртстанри ытти хуласемпе районсенче – 25 475.

277 ачана усрава илнĕ, 5275-не атте прависене (отцовство) çирĕплетнĕ.

Çавăн пекех мăшарланни тата уйрăлни çинчен калакан кăтартусене те уçăмлатнă. 2020 çулхипе талаштарса вĕсен шучĕ ÿснĕ. 2021 çулта республикăра 23033 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, çулталăк маларах 19271 пулнă. Çемье арканнисен шучĕ иртнĕ çул 16 703 мăшăрпа танлашнă, 2020 çулта уйрăлнисен шучĕ 14 571 çемьене çитнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#демография

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: