Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Кӑрлач 2022, 14:50

700 пин ытла тенкĕ вклад пулсан налук тÿлеме тивĕ

Раççей çыннисем 2021 çулта миллион ытла тенкĕ хывăмшăн (вклад) çеç налук тÿленĕ пулсан кăçал банка хунă сахалрах укçашăн та хыснана уйăрма тивĕ.

700 пин ытла тенкĕ вклад пулсан налук тÿлеме тивĕ
700 пин ытла тенкĕ вклад пулсан налук тÿлеме тивĕ

Кунта сăмах банка хывнă укçашăн процент тÿлевĕ çулталăкне  42,5 пин тенкĕрен иртекен вкладсем çинчен пырать.

Çак вăхăтчен саккунпа килĕшÿллĕн, Тĕп банк паракан ставка 4,25 процентпа танлашнă. Халĕ унăн ставки икĕ хут ÿснĕ, банксем те вĕсем патне укçа перекетлеме хуракансем валли процентсене пысăклатнă.

2021 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, экспертсем 700 пин тенкĕрен ытларах вкладсемшĕн налук тÿлеме тивĕ теççĕ.

Сăмахран,   пĕр-пĕр çын 710 пин тенкĕ укçана 4,5 процентлăх хывăм уçнă пулсан, каярахпа август уйăхĕнче асăннă укçа-тенке 8 процента перекетлеме куçарнă пулсан, çулталăкне вăл 42,85 пин тенкĕ тупăш илме пултарнă. Çавăн чух унăн 350 тенкĕрен 13% налук тÿлемелле пулĕ. Урăхла каласан 45, 5 тенкĕ.

Банкри счетсен çинчи информацие налук инспекцийĕсене çитерĕç, çулталăк хушшинче тÿленĕ процентсен хисепне искуствăлла интеллект шутласа кăларĕ.

Ĕç укçин тата эскроу (асăннă счета çурт хăпартакан тата ăна сутăн илекен хушшинче ăнланманлăх ан пултăр тесе уçаççĕ)  счечĕсене налук тĕкĕнмĕ. Асăннă тÿлев çинчен транспорт, çĕр тата пурлăх налукĕпе пĕрле систерĕç. Ăна декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тÿлесе татмалла.

Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче НДФЛ налукĕсенчен 2022 çулта бюджета 108,3 миллиард тенкĕ килмеллине Финанс министерствинче пĕлтернĕ. Ведомство палăртнă тăрăх, çак кăтарту 2023 çулта 115,5 миллиард тенкĕпе, 2024 çулта 114,9 миллиард тенкĕпе танлашĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: