Новости
24 Января 2022, 09:40

Путин çар çыннисен пенсине 2022 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ÿстерме хушнă

Çарта пулнă çынсен пенсине 8,6 процент индексацилĕç. Çакăн çинчен Рф Президенчĕ Хăрушсăрлăх Канашĕн (Совбез) ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Путин çар çыннисен пенсине 2022 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ÿстерме хушнăПутин çар çыннисен пенсине 2022 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ÿстерме хушнă
Путин çар çыннисен пенсине 2022 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ÿстерме хушнă

Новости РИА пĕлтернĕ тăрăх, президент январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен гражданла (çар çыннисен мар) пенсисене шăпах çакăн чухлĕ ÿстерме хушу панă. Çав вăхăтрах маларах çар çыннисен тата вĕсемпе пĕр тан праваллă çынсен пенси виçине кăçалхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 4 процента ÿстерме палăртнă.

- Халĕ маларах палăртни вырăнне улшăнусем кĕртме тивет. Çар сыннисен тата вĕсемпе пĕр тан праваллă çынсен пенсине кăçалхи январь уйăхĕнчен 4 процента мар, 8,6 процента ÿстермелле. Ытти пенсионерсенни пекех. Тепĕр хут калатăп, çакă иртнĕ çулхи чăн инфляцинчен пысăкрах виçе пулать,- палăртнă президент.

Январь уйăхĕшĕн пенсине çĕнĕрен шутлĕç. Владимир Путин правительствăна çак йышăнăва çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртме хушнă. Хушма тÿлевсене çар пенсионерĕсем патне çитес пенсипе пĕрле çитерĕç.

Çÿлерех асăннă улшăнусем 2,6 млн çынна пырса тивмелле. Çав шута Шалти ĕçсен тата Инкеклĕ лару-тăру министерствисен, Росгвардин, Генеральнăй прокуратурăн,Следстви комитечĕн тата ытти силовиксен тытăмĕнче ĕçлекенсем кĕреççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас