Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Кӑрлач 2022, 14:10

Ĕç укçин парăмĕ - 500 млн тенкĕ ытла

Республикăри Ĕç министерстви 2021 çулта тĕрлĕ шайри комиссисем хутшăннипе Пушкăртстанри 120 организацире ĕçлекенсене 285 млн тенкĕлĕх ĕç укçин парăмĕсене татса пама пултарнине пĕлтернĕ.

Ĕç укçин парăмĕ - 500 млн тенкĕ ытла
Ĕç укçин парăмĕ - 500 млн тенкĕ ытла

Апла пулсан та 2022 çулхи январь уйăхĕ тĕлне 81 организаци 507, 59 млн тенкĕ вăхăтра ĕç укçи тÿлемен.

- Ĕç укçине вăхăтлă е тулли калăпăшпа 5530 ĕçчен илеймен, - палăртнă халăха официаллă мар майпа ĕçпе тивĕçтерекен тата ĕç укçине вăхăтлă тÿлессипе çыхăннă ыйтусемпе ирттернĕ республикăри ведомствăсен хушшинчи комиссин ларăвĕнче.

Ĕç укçин пĕтĕмĕшле парăмĕн 65,3% е 331 млн тенки банкрот-организацисене пырса тивет. Тата 0,75% (3,79 млн тенкĕ) ĕçлекен организацисемпе, ытти 33,95% (172,31 млн тенкĕ) хуçалăх ĕçĕсене илсе пыман организацисемпе çыхăннă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: