Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Кӑрлач 2022, 12:40

COVID-19 чир хăвăрт сарăлнине пула диспансеризаци ирттерессине чарнă

Асăннă сĕнÿпе регионти сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин сăмах тухса каланă. Радий Хабиров çак шухăша ырланă.

COVID-19 чир хăвăрт сарăлнине пула диспансеризаци ирттерессине чарнă
COVID-19 чир хăвăрт сарăлнине пула диспансеризаци ирттерессине чарнă

Пушкăртстанра тухтăрсен ĕçне çăмăллатас тесе çынсем план тăрăх иртмелли диспансеризацине чараççĕ. Çакăн çинчен январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче правительствăн оперативлă канашлăвĕнче сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ.

Унăн сăмахĕсем тăрăх, юлашки эрнере республикăри амбулаторипе клиника звенин ĕç калăпăшĕ 38% ÿснĕ.

- Çавна пула васкавлă пулăшу парассине, амбулаторипе клиникăсенче çынсене йышăнассине ытларах тимлĕх уйăрас тесе диспансеризацие, профилактика тĕрĕслевĕсене вăхăтлăха чарса тăрас, - тенĕ министр.

Çавăн пекех М. Забелин сăмахĕсем тăрăх, медицина университетĕнче юлашки курсра вĕренекенсем сесси вĕçленеспе, январь уйăхĕн 25-мĕшĕ хыççăн, амбулаторисене ĕçлеме килĕç.

Астутарасшăн, иртнĕ çул кĕркунне регионти Сывлăх сыхлав министерстви медицина ĕçченĕсене планпа пурнăçламалли медицина пулăшăвне пама чарнă. Çавна пула вăраха тăсăлакан чирпе чирлекен пациентсен тухтăр патне лекес тесен чир йывăрланасса кĕтме тивнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: