Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
25 Кӑрлач 2022, 14:35

Çтерлĕпуç районĕнче икĕ ФАП уçма хатĕрленеççĕ

Муниципалитетри пресс-службăра Пушкăртстанри Çтерлĕпуç районĕнче икĕ фельдшерпа акушер пунктне уçма палăртнине пĕлтернĕ. Çĕнĕ ФАПсене хăпартасси «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе, регионти медицинăн пĕрремĕш звенине çĕнетес программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Асăннă проекта Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе хатĕрленĕ.

Çтерлĕпуç районĕнче икĕ ФАП уçма хатĕрленеççĕ
Çтерлĕпуç районĕнче икĕ ФАП уçма хатĕрленеççĕ

- Çĕнĕ çулччен строительсем Яшерганово, Сарайсино ялĕсенче ФАПсен тăррисене витнĕ. Хĕллехи канмалли кунсем хыççăн объектсенче якату-илемлетÿ ĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Сăмахран, урайне бетон сарассине, стенасене якатассине тата ытти ĕçсене, - каласа панă Çтерлĕпуç районĕн администрацинче.

2022 çулта Пушкăртстанра наци проекчĕсене пурнăçлама рекордлă нухрат  – 35 млрд тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ. Çакăн çинчен республика правительствин вице-премьерĕ Илшат Тажитдинов социаллă сетьсенче çырса кăларнă.

- Мĕн кĕтмелле-ха наци проекчĕсенчен? Кăçал 44 модульлĕ ФАП, сывлăх сыхлав системи валли пиншер оборудовани,  85 автомобиль туянма палăртаççĕ. Ĕпхÿ хулинче, Баймак, Кармаскалă, Дуван районĕсенче 4 поликлиника, Мечетлĕ районĕнче больница, Ĕпхÿри «Хĕвелтухăç-Затон» микрорайонĕнче шкул хăпартĕç.

Çавăн пекех Çтерлĕпе Ĕпхÿ хулисенчи гимназисене юсас, Ачасен онкологипе гематологи центрне хăпартас, Ĕпхÿри пуканесен театрне çĕнетес ĕçсене пурнăçа кĕртĕç.

- Çул-йĕр тăвассипе те пысăк плансем пур. «Бирск-Тастуба-Сатка» автомобиль çулне сарма, Ĕпхÿ хулинчен «Урал» М-5 трасса çине тухакан «Хĕвелтухăç çулне» тума палăртаççĕ. Парксемпе скверсенче тирпей-илем кĕртес ĕçсене те мала кăларасшăн. «Раççей çамрăкĕсем»,  «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси», «Туризм инфраструктурине çĕнетесси» çĕнĕ проектсем пур. Вĕсене туллин те тĕплĕн пурнăçласан аван пулĕччĕ, - пĕтĕмлетнĕ Илшат Тажитдинов.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#здравохранение

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: