Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Кӑрлач 2022, 11:36

Хăрушлăх зонине лекнĕ

ПР Сывлăх сыхлав министерстви ултă муниципалитета хăрушлăх зонине кĕртнĕ. Çак списока Аскин, Салават, Илиш, Караидель, Çтерлĕпуç районĕсем тата Агидель хули лекнĕ. Çакăн çинчен COVID-19-па кĕрешекен оперативлă штабăн ларăвĕнче сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ.

Хăрушлăх зонине лекнĕ
Хăрушлăх зонине лекнĕ

– Республика кăшăлвируспа чирлессипе черетлĕ йывăр лару-тăрăва кĕрсе пырать. Пĕтĕмĕшле СOVID-19 инфекципе чирленисен шучĕ январь уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 128 050 çынна çитнĕ. Юлашки талăкра çеç çак чирпе чирленисен шучĕ 388-па танлашнă. Пĕтĕмĕшле сывалнисем – 118 711 çын, вĕсенчен 259-шĕ иртнĕ талăкра, – тенĕ ведомство ертÿçи.
Регионта чирлĕ çынсене сиплеме 2250 инфекци вырăнĕ хатĕрленине палăртмалла. Унсăр пуçне резервра 8 пин вырăн пур. Çавăн пекех чирлисене пĕтĕмпех сыватма та реабилитаци иртме 4 пин вырăн йĕркеленĕ.
Максим Забелин каланă тăрăх, республикăра «омикрон» штамĕ сарăлни поликлиникăсенчи ĕç тиевне (нагрузка) ÿстернĕ. Стационарсенче лару-тăру çăмăлрах. Çав вăхăтрах госпитальсене сипленме килнисен шучĕ иртнĕ эрнере 3,7% ÿснĕ.
Регион ертÿçипе калаçса татăлнă хыççăн вăхăтлăха диспансеризаци иртессине чарнă. Çавăн пекех поликлиникăсенче производство практики иртме Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн пĕр пин ординаторне тата икĕ пин студентне яма хатĕрленеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: