Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
26 Кӑрлач 2022, 11:30

Хаçата ăçта мĕн чухлĕ çырăнса илеççĕ?

Икĕ-виçĕ çул каялла эпир вулакансене çырăнтару кампанин пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштараканччĕ. Юлашки вăхăтра çак пулăм манăçа тухрĕ. Паянхи номерте манма пуçланине каялла тавăрас терĕмĕр. Мĕншĕн тесен «Урал сассин» чылай тусне çырăнтару кăтартăвĕсем кăсăклантараççĕ.

Хаçата ăçта мĕн чухлĕ çырăнса илеççĕ?
Хаçата ăçта мĕн чухлĕ çырăнса илеççĕ?

Таблицăри цифрăсен пĕрремĕш юпинче кăçалхи кăтартусене (январь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне) илсе кăтартнă, иккĕмĕшĕнче – иртнĕ çулхи çав вăхăтрисем.

Хаклă туссем, тĕрлĕ сăлтава пула юратнă кăларăмсăр тăрса юлтăр пулсан, кулянма кирлĕ мар. «Урал сассине» çитес уйăхран çырăнса илме май пур. Кирек хăш уйăхăн 20-мĕш кунĕччен почта уйрăмне çитме е почтальонпа çыхăнма васкăр, е редакципе телефон урлă çыхăнăр. Эпир сире яланах пулăшма хатĕр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: